Понедельник, 14 сентября, 2026
Главная > Публикации > Тӗрӗс ҫул ҫинчен ан пӑрӑнӑр

Тӗрӗс ҫул ҫинчен ан пӑрӑнӑр


Наркӑмӑш эмелӗсемпе усӗрӗлнӗ ҫын ха-йӗн ҫине кӑна тинкерет: вӑл йӗри-тавра мӗн пулса иртнине асӑрхама пӑрахать. Ӑна унпа пӗрле пулнӑ чухне сӑнама пулать: вӑл – хӑ-йӗн шухӑшӗсенче, ытти уншӑн ҫукпа пӗрех.
Вӑл улталама та пултарать, юратнӑ ҫынсене те япӑх тӑваять. Наркотиксемсӗр вӑл хӑйне савӑнӑҫлӑ туймасть, вӑхӑт иртсен вӗсем те ӑна лайӑх туйма пулӑшаймӗҫ. Ҫынсем яланах хаваслӑ, телейлӗ пулас теҫҫӗ, тунсӑхсӑр пурӑнасшӑн. Наркотиксем вара ултавлӑ мелпе ҫынна хаваслӑ тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсен витӗмӗ иртсен, ҫын хӑйне малтанхинчен те япӑхрах туйма пуҫлать. Вӗсем ҫынна шухӑш-кӑмӑлӗ пусӑрӑннӑ чухне хавхалантарса яраҫҫӗ, вара вӑл вӑхӑтлӑха тунсӑх пирки манса каять.
Юлашкинчен наркотиксем кӑна ҫынна тунсӑхран хӑтараяҫҫӗ пек, анчах та халӗ ҫын хӑйне наркотиксемпе пулин те хаваслӑ туймасть, доза мӗнле пысӑк пулсан та. Наркотиксем ҫакӑн пек серепене кӗрсе ӳкереҫҫӗ. Наркомание ернӗ ҫыннӑн тӑнӗ сапаланнӑ, вӑл ӑҫта пулин ҫынсемпе хутшӑнсан та вӗсене сиен кӳрет. Унӑн нумайӑшӗ манӑҫа каять тата шухӑшсене сӑмахпа каласси йывӑр пулса тӑрать.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулнине ас тума тата тишкерме уншӑн май ҫук пулса тӑрать. Ҫавӑнпа наркомание ернӗ ҫын чӑнлӑхпа ӑсра сӑнарланине арпаштарать. Ҫемьере унӑн килӗшӳ ҫук. Вӑл ӗҫе часах пӑрахать, ыттисене усӑ кӳрес тесе тӑрӑшмасть. Вӑл нихӑҫан та ашшӗпе амӑшӗн пулас телейӗ мӗнне пӗлеес ҫук.
Наркӑмӑш эмелӗсемпе ӳсӗрӗлнӗ ҫын хӑй мӗн тунине ӑнланайми пулса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл инкеке кӗрсе ӳксе вилме те пултарать. Часах наркомание ернӗ ҫынсем аманса, суицид туса, машина таптасан, хӑсӑкпа чыхӑнса, сивӗ вӑхӑтра шӑнса е чӳречерен сиксе вилеҫҫӗ.
Вӗсем тата малтанхинчен нумайтарах дозӑсемпе ӳсӗрӗлсен вилсе кайма пултараҫҫӗ. Вӗсем ӗҫ ҫуккипе укҫана вӑрласа, суйса е саккуна пӑсса илме те хатӗр. Вӗсен пӗр тӗллев – наркӑмӑш эмелӗ илме укҫа тупасси, вӗсене нимӗн те чараймӗ. Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци служби 80% яхӑн урам преступленисене наркомание ернӗ ҫынсем тунине калать.
Наркомани ҫыннӑн пурнӑҫне пӑсать: унӑн сыв- лӑхне, чунне тата ҫын хушшинчи ҫыхӑнӑвӗсене. Наркӑмӑш эмелӗсем питӗ хӑрушӑ, вӗсем ҫынна тата ыттисене сиен кӳреҫҫӗ. Тӗрӗс ҫул ҫинчен ан пӑрӑнӑр. Сывӑ пулӑр!
Анна Абаськина,
тӗп больницӑра практика тухакан

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *