Шупашкарта «Манăн чĕлхе _ манăн халăх» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă.
Пултарулăх ăмăртăвне Республикăри халăхсен туслăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхесен кунне халалланă.
Конкурс кăçалхипе виççĕмĕш хут иртнĕ. Сăвва илемлĕ калассипе пĕтĕмпе 8 халăх ачи тупăшнă, конкурс йĕркелÿçисем 130 ĕç йышăннă.

