Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çăмăллăн вĕренме кĕреççĕ

Çăмăллăн вĕренме кĕреççĕ

Çамрăксенчен: «Ÿссен, эсĕ, кам пулатăн;» _ тесе ыйтсассăн, чылайăшĕ хурав пама иккĕленсе тăрать. Шăхасан шкулĕнчи медицина класĕнче пĕлÿ пухакансем вара хăйсен пулас профессине шкул çулĕсенчех палăртма пултараççĕ. Ачасене медицинăри ăсталăха тарăнрах тĕпчеме районти тĕп больница шкулпа юнашар вырнаçни ырă витĕм кÿрет. Медицина класĕ çинчен тĕплĕн- рех унăн ертÿçи Наталия Ефремова каласа парать:

_ Шăхасан шкулĕнче профиллĕ класс 2018 çултанпа ĕçлет. Пулас медиксен пĕрремĕш ушкăнĕ пирĕн патăмăртан 2023 çулта вĕренсе тухса кайрĕ. Палăртма кăмăллă, медицина класĕнче пуçламăш профиль пĕлĕвĕ илнĕ ачасен пысăк йышĕ медицина факультетне çăмăллăнах вĕренме кĕрет. Хальхи вăхăтра Диана Кондратьева тата Александр Иванов Чăваш патшалăх университетĕнче хăйсен пĕлĕвне малалла аталантараçç. Çав вăхăтрах 9 тата 11-мĕш классем хыççăн медицина колледжне вĕренме кĕнĕ çамрăксен ушкăнĕ те пысăк.

Хальхи вăхăтра эпĕ 6-мĕш класпа ĕçлетĕп. Вĕсемпе тăтăшах сиплев çÿртне экскурсие çитсе килме тăрăшатпăр. Тухтăрсем çамрăксене кăткăс профессин вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ. Нумаях пулмасть, медицина класĕнче пĕлÿ пухакансем, районти тĕп больницăн клиникăпа диагнотсика лабораторийĕнче пулса курчĕç. Анализсене епле майпа туса хатĕр- ленипе паллашрĕç, çĕнĕ йышши приборсен ĕçне курса хак пачĕç. Теорие тăтăшах практикăпа çирĕплетсе тăни ачасен пĕлÿ шайне чылай ÿстерме пулăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *