Главная > Публикации > Çĕнĕ арт-объект вырнаçтарнă

Çĕнĕ арт-объект вырнаçтарнă

Шупашкарти аэропортра çĕнĕ арт-объект вырнаçтарнă. Вăл _ телескоп. Çакă аэропорта Андриян Николаев космонавт ятне панипе килĕшсе тăрать.

Халĕ хăйсен рейсне кĕтсе ларакансем оптика приборĕн объективĕнче Уйăх пирки видеороликсем курма, ун умĕнче сăн ÿкерĕнме пултараççĕ.

Шупашкарти аэропорта 2021 çулта çĕнетме тытăннă. Юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрĕсем вĕçленнĕ. Кăçал вĕсен виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланмалла.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *