Елчĕкре çулталăк вĕçлениччен кинотеатр уçăлĕ. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство кунне ирттернĕ чухне каланă.
Елчĕк тăрăхĕнче маларах социологи ыйтăмĕ ирттернĕ. Унта хутшăннă çынсенчен ытларахăшĕ округра вăхăта усăллă ирттермелли майсем сахалрах пулнине палăртнă. Нумайăшĕ кинотеатр кирлине пĕлтернĕ.
Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, кинотеатра кăçалах уçасшăн. Сăмах май каласан, рес- публикăри 17 муниципалитетра 22 кинозал ĕçлет.