Çуркуннен пĕрремĕш уйăхне кĕтĕмĕр. Хĕвел çинче тумла ташши кăмăла çĕклет пулин те сивĕ кунсем часах парăнмĕç-ха. Эппин, хутса ăшăтмалли тапхăр малалла пырать. Çавна май кăмакасемпе усă курнă чухне асăрхануллă пулмалли çинчен самантлăха та манма юрамасть. Çакăн пирки Канашри 15-мĕш пушар хуралĕпе çăлав чаçĕн караул начальникĕ Артур Григорьев та пусăм тусах калать:
_ Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа, Канаш тăрăхĕнче вунă пушара шута илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ кăмакапа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманипе сиксе тухнă. Пĕри нумаях пулмасть Канаш хулинче алхаснă. Юсавсăр кăмака кил-хуçалăхри пысăках мар фермăна тĕп тунă. Вут-кăварта 60 кролик тата 250 путене сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ. Пушара сÿнтерме виçĕ пушар машини тата вун пĕр çăлавçă хутшăннă. Çакнашкал хăрушă инкек сирĕн çумăртан айккипе пăрăнса ирттĕр тесессĕн çунакан кăмакана тимлĕхсĕр пăрахса ан хăварăр. Çак яваплă ĕçе тума ачăрсене те ан шанăр. Кăмакари вутта тивĕртсе янă чухне кĕске самантра хыпса илекен шĕвексемпе усă ан курăр. Кăмака çăварĕ умĕнче аллăпа çитмĕл сантиметр лаптăкĕш шăвăç лис- ти пулмалла. Тата çакна асра тытăр, кăмакана çывăрма выртиччен виçĕ сехет маларах хутса пултармалла, ун çинче япала тата вутă таврашĕ типĕтме юрамасть.

