Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçне пурнăçлама шаннă.
Çак йышăнăва Чăваш Республикин Конституцийĕн 72-мĕш статйипе килĕшÿллĕн алă пуснă. Сергей Геннадьевич унччен маларах Председателĕн çумĕ пулнă.
Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă.