Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Промышленность ÿсĕмлĕ ĕçлет

Промышленность ÿсĕмлĕ ĕçлет

Республика промышленноçĕ çав-çавах ӳсĕмлĕ ĕçлет. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ.
Канашлура регионăн çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, промышленноç ӳсĕмĕ кăçал та упранса юлать. Паллах, иртнĕ çулхи хушăм сумлă пулнине кура çак никĕс шайĕнче кăçалхи ӳсĕм апла пысăках мар, çапах производство индексĕ 3 проц. хушăнни те – лайăх кăтарту. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах – 5%.
Министр компьютерсем, электроника, оптика хатĕрĕсем туса кăларакан отрасль пушшех пысăк хăвăртлăхпа çĕкленсе пынине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех хатĕр металл изделисен, ытти производство лайăх ĕçлеççĕ. Промышленноç предприятийĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ иртнĕ çулхи кăрлачринчен 11 проц. пысăкланнă, 37 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çав шутра продукцин 86 проц. – тирпейлекен производствăсен тӳпи. Система йĕркелекен 45 предприяти тиесе янă продукци калăпăшне ӳстерме пултарнă. Хуласем тăрăх хаклас тăк – Çĕмĕрлесем асăннă кăтартăва 1,5 хут лайăхлатнă. Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисен те мăнаçланма сăлтав пур. Çĕнĕ Шупашкарсем кăна каялла чакнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *