Çăварни эрни вĕçленчĕ. Çак тапхăрта çынсем мĕн ĕлĕкрен лаша кÿлсе катаччи чупнă, сивĕ хĕле çуллă икерчĕпе тата хаваслă вăйă-кулăпа ăсатнă. Пĕкĕ çине уçă саслă шăнкăрав тата илемлĕ тутăр çакнă лаша Канаш хулинчи виççĕмĕш шкул картишне те юртса кĕнĕ. Шкул çумĕн-чи ача садĕнче ĕçлекен воспитатель Александра Александрова та хăй тăрăшакан ушкăна çÿ- рекен ачасемпе катаччи чупма хутшăннă:
_ Эпир, хамăр ĕçлекен ача садĕн- че, шкул çулне çитмен пепкесем валли кашни уявах асра юлмалла ирттерме тăрăшатпăр. Çăварни эрнинче вара, ачасене, лаша хыçне кÿлнĕ çуна çине лартса ярăнтарас терĕмĕр. Уçырма ялĕнче пурăнакан Сергей Васильев пирĕн шухăша ырласа йышăнчĕ, палăртнă кун капăрлатнă лашипе Канаш хулине çитрĕ. Ачасем шкул тавралла катаччи чупса савăнчĕç, хаваслă кулă вĕсен питĕнчен самантлăха та каймарĕ.