Воскресенье, 12 апреля, 2026
Главная > Публикации > Трактористка тата комбайнер профессине суйланă

Трактористка тата комбайнер профессине суйланă

Ака уйăхĕн пĕр кунĕнче Çĕнĕ Ачча ялĕ çумĕнчи ана çинче тимĕр сухапуç кăкарнă «Фордзон-Путиловец» трактор кĕрлеме пуçланă. Ял çыннисем чăтаймен, «хурçă ута» курма ушкăнĕпех укăлчаран тухса тăнă.

– Хайхи трактор тени пĕкĕ çÿллĕш кăна, анчах çурпилĕке туххăмрах çавăрса хучĕ, – тĕлĕнсе сăмахланă шурсухалсем. – Лашапа кунĕпех тертленсен те ку каçалăка сухаласа пăрахаймастăн.

Трактортан кăкарнă сухапуç çинче çап-çамрăк хĕрача ларса пыни те вĕсене шалт тĕлĕнтернĕ:

– Ак япала, ку пике хамăр ялсемех иккен, Шалтикасри Йăванăн хĕрĕ Евруç, кăçал кăна Канашри машинăпа трактор станцийĕнче плугарьсен курсĕнчен вĕренсе тухрĕ.

1938 çулхи çуркунне хурçă ут Катек, Йăлмачча, Вăтакас Татмăш ялĕсен хирĕсенче те кĕрленĕ. Çак хушăра 16 çулхи Евруç халиччен курман техникăна пăхса тăма анчах мар, руль тытса пыма та вĕренсе çитнĕ. 1940 çулта ăна Янкăлчри ял хуçалăх механизаци шкулне вĕренме яраççĕ. Кунта хĕрсем валли ятарлă курс йĕркеленĕ пулнă. Евруç унта лайăх паллăсемпе вĕренет, комбайнера тата тракториста пулăшаканăн квалификацине алла илет.

Асăннă шкул Янкăлч разъезчĕпе юнашар вырнаçнă пулнă. Çав тапхăрта ăна А.В. Орлов директор ертсе пынă. Каярахпа вăл Канашри райплан председателĕнче, Киров ячĕпе хи- сепленекен колхозра вăй хунă. 1938 – 40 çулсенче механизаци шкулĕнче Анаткас Татмăш çынни С.Ф. Фомин та ĕçленĕ. Ку вĕренÿ заведенине 1962 çулта Канашри пĕрремĕш профтех- училищĕпе пĕрлештернĕ.

Вăрçă пуçлансан хĕрăрăм-механизаторсен пĕлтерĕшĕ пушшех ÿсет. Ефросинья Ивановăна комбайн çине куçараççĕ. 1941 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи ака уйăхăн 7-мĕшĕччен вăл Канашри ялхуçалăхне механизацилекен шкулта вĕренет, комбайнер тата тракторист профессине алла илет. 1942 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче панă свидетельствора унăн çакăн пек паллăсем:

  1. Слесарь ĕçĕ – «лайăх»;
  2. Комбайн – «питĕ лайăх»;
  3. Трактор – «лайăх»;
  4. Трактора пăхса тăрасси – «питĕ лайăх»;
  5. Комбайна пăхса тăрасси – «ла-йăх».
    – Эпĕ çамрăк чухне темиçе çул хушши комбайнера пулăшакан пулса вăй хунăччĕ, – каласа парать «Хисеп палли» ордена твĕçнĕ (1976 ç.), Канаш районĕнчи паллă механизатор Р.Г. Иванов. – Ку ĕç йывăр та ответлă пулнине лайăх пĕлетĕп. Санăн çаврăнакан-касакан механизмсене вăхăтра солидол сĕрсе тухмалла, ванчăк улăмран тата хылчăкран тасатмалла, двигательпе радиатор мĕнле ĕçленине сăнаса тăмалла, çĕмĕрĕлнĕ вырăнсене тупса палăртмалла тата ытти те… Тин кăна темиçе уйăхлăх курсран вĕренсе тухнă хĕрсене çак ĕçсене пурнăçлама йывăр пулнă. Вĕсем 4-5 класс кăна пĕтернĕ, вырăсла пĕлсех кайман, вĕреннĕ чухне техника мĕнле ĕçленине ăнланса илме, тĕрлĕ детальсен ячĕсене ас туса юлма пысăк тăрăшулăх кирлĕ пулнă. Анчах вĕсем пуçĕсене усман, мĕн хушнине итленĕ, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Çакă тата ытти йывăрлăхсем çинчен Ефросинья Ивановна каласа панине эпĕ лайăх ас тăватăп… Пулнă çавăн пекки те: ун умĕнче ман пите хĕретме те тивнĕччĕ. 1970-мĕш çулсенче пулнăччĕ ку. Пĕрре, ывăннăскер, ĕç хыççăн комбайна униче хапхи патне лартрăм та килелле вĕçтертĕм. Çакна Ефросия Ивановна курса тăнă. «Ансат иккен халь ял хуçалăх техникипе ĕçлеме, – терĕ вăл мана ÿпкеленĕ пек пулса. – Эпир ĕçленĕ çулсенче комбайна сÿнтернĕ-çÿнтермен киле васкакансене пуçран шăлмастчĕç».
    Ефросинья Иванова вăрçă çулĕсенчен пуçласа 1948 çулччен Канашри Машинăпа трактор паркĕнче Н.П. Павлов бригадинче тракторист тата комбайнер пулса ĕçленĕ. Техникăна кал-кал ĕçлеттернĕшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп Хутне парса чысланă (1945 ç.), Республикăри Çĕрĕç министерстви икĕ çул комбайнпа лайăх ĕçленĕшĕн ăна 2500 тенкĕ преми памалла тунă (1946 ç.).
    Ефросинья Ивановна 1946 çулта Пукăртан ялĕнчи П.Г. Григорьев фронтовика качча тухнă, упăшкипе пилĕк ача пăхса ÿстернĕ, пурте вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ.
    Вăтакас Татмăш ялĕнчи В.П. Смирнов учитель ку тăрăхри ялсенче техникăпа хăçан усă курма пуçланине çырса хăварнă. 1930 – 31 çулсенче «Чувашия» совхоз хирĕсене «Универсал», ХТЗ, НАТИ йышши тракторсемпе сухаланă, вĕсене Канашри МТСран илсе килнĕ. Çав çулсенчех Йăлмачча, Çĕнĕ Шуртан, Вăтакас Тат- мăш ялĕсенче те хирсене тракторпа сухалаттарнă. 1933 – 35-çулсенче лаша кÿлнĕ сеялкăсем, лобогрейкăсем, жнейкăсем, кăкарса ĕçлемелли молотилкăсем Татмăш тăрăхĕнчи ялсене çитнĕ.
    Валерий АЛЕКСИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *