Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, хĕрарăмсен клубне çÿрекенсем, ялти бизнес çинчен калаçнă. Тĕл пулăва ĕç шыракан 15 хĕрарăм пуçтарăннă. Вĕсене хăйсен ĕçне маларах пуçарса янă хастарсем те паха-сĕнÿ канаш парса пулăшнă. Çак йышра ялта сыр пĕçерекенсем, алă ĕçĕпе аппаланакансем тата чăх-чĕп самăртса аш туса илекенсем те пулнă. Асхва ялĕнче пурăнакан Марина Яковлева шăпах чăх-чĕп пăхассине суйласа илнĕ. Марина Петровна ялта хăйĕн ĕçне еплерех майпа йĕркелесе янине уçăмлатать:
_ Пирĕн çемье сахал тупăшлисен йышĕнче тăрать. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче хамăн ĕçе пуçарса яма май пурри çинчен пĕлтерчĕç. Патшалăхăн социаллă контрактне тивĕçмешкĕн специалистсем хăйсен енчен пур енлĕн пулăшса пыма шантарчĕç. Манăн ывăл, финанс пĕлĕвĕ илнĕскер, бизнес-план туса хатĕрлеме пулăшрĕ. Ăна ăнăçлă хÿтĕленĕ хыççăн 200 пин тенкĕллĕ пултăм. Тĕллевлĕ укçапа аппапа иксĕмĕрех чăх-чĕп вити хăпартрăмăр, тăррине витме ялти пĕлĕшĕм пулăшрĕ. Каярах бройлер чĕпписем туянса килтĕмĕр. 40 пуç, пурте тенĕ пекех чипер ÿсрĕç. Çак ĕçе кăçал та малалла тытса пырас кăмăл пур. Чăх-чĕпе хальхинче икĕ тапхăрпа ÿстерсе самăртма палăртатăп. Хамăрăн кăна ÿркенмелле мар, патшалăх вара мал ĕмĕтлĕ кашни çыннах тĕрев парса пулăшма хатĕр.