Кăçал Канаш хули йĕркеленнĕренпе çĕр çул çитет. Хулан юбилейне канашсем çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тăвĕç. Уяв тĕлне йĕркелÿ комитечĕ ырă ĕçсен марафонне старт пама хатĕрленет. Çакăн çинчен тĕплĕн- рех округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова каласа парать:
_ Хулан юбилей çулталăкĕнче, Канашра, пĕлтерĕшлĕ ырă 100 ĕç туса ирттерме палăртатпăр. Çавна май вырăнта пурăнакансенчен интереслĕ тата халиччен пулман сĕнÿ-канаш кĕтетпĕр. Ятарлă комисси, вĕсене пăхса тухнă хыççăн, чи илĕртÿллисене, «симĕс» çутă парĕ. Çавăнпа та айккинче тăрса ан юлăр. Сирĕн ырă ĕçĕр те Канаш тăрăхĕн историне кĕрсе юлма пултартăр.