Чăваш Енре çĕрле алкоголь продукцине сутма чарнă.
Пуш уйăхĕнчен тытăнса çĕрлехи 23 сехет- рен пуçласа ирхи 10 сехетчен çуртсенче е вĕсен çывăхĕнче вырнаçнă кафесенче, лавккасенче эрех-сăрапа суту-илÿ тума юрамĕ. Çĕнĕ йĕрке ресторансене кăна пырса тивмест.
Нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕ енчен кĕмелли эрех-сăра лавккисен алăкĕсем те хупăнĕç. Сăра, сидр, ÿсĕртекен ытти шĕвеке çĕрле ресторансемпе барсенче, кафесенче кăна туянма май пулĕ.
Çапла майпа саккуна хирĕç суту-илĕве чарасшăн, çынсене чăрмантаракан каçхи шăв-шава лăплантарасшăн.