Главная > Публикации > Çĕр çинче ĕçлеме вĕренсе ÿсеççĕ

Çĕр çинче ĕçлеме вĕренсе ÿсеççĕ

Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче агрокласс ĕçлет. Унта пĕлÿ пухакансем çулсеренех тĕрлĕрен çимĕç акса çитĕнтереççĕ. Чÿрече ани çинчи савăтсем çине лартса шăтарнă суханăн ешĕл хунавĕсене апат рационĕнче те усă кураççĕ. Агрокласа ертсе пыракан вĕрентекен Максим Александров ачасемпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа кăтартать:

_ Пирĕн шкулта агрокласс 2016 çулта йĕркеленнĕ. Ачасем унта хаваспах çÿреççĕ. Ял хуçалăхĕпе çыхăннă хăйсен пĕлÿ шайне кунран-кун анлăлатса пыраççĕ. Çанталăк çуркунне енне сулăнсан тăпра тултарнă савăтсене пахча-çимĕç тата чечек вăррисем акаççĕ. Вĕсене шкул пахчинче мĕн çĕр ăшăнса çитиччен тимлĕн сăнаса тăраççĕ, кунсеренех шăвараççĕ, апатлантараççĕ тата çум курăкран тасатаççĕ. Кайран класс тулашĕнчи ĕçсене пикенеççĕ: çĕр чавса хатĕрлеççĕ, ÿссе çитĕннĕ хунавсене йăрансем çине куçарса лартаççĕ, клумбăсене илемлĕ чечексемпе капăрлатаççĕ. Пирĕн пата тăтăшах вырăнти сад ăсти Николай Семенов килсе çÿрет. Ачасене улма сачĕ чĕртсе тăратас кăткăс ĕçри вăрттăнлăхсене уçса парать, çав вăхăтрах хăйĕн патне ăсталăх сехечĕсем кăтартма та илсе каять. Çак кунсенче çамрăк агрономсем симĕс суханăн пысăк парттине пуçтарса илчĕç, усă курнă сухан пуçĕсене çĕннисемпе улăштарчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *