Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Канашри холодильниксене ют çĕршывра та туянаççĕ

Канашри холодильниксене ют çĕршывра та туянаççĕ

Канашра туса кăларакан холодильниксене Раççейре кăна мар, пирĕн çĕршыв тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Хатĕр продукцин вунă ытла проценчĕ экспорта каять, вĕсене Казахстан тата Беларусь Республикисенче уйрăмах хапăл туса туянаççĕ. Тĕплĕнрех Канаш тăрăхĕн администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен, экономикăпа ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Алексеева каласа парать:

_ Холодильниксем туса кăларакан предприяти Канашри индустриаллă паркăн пĕрремĕш резиденчĕ пулса тăчĕ. Вăл патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса кĕске вăхăтра тĕнче шайĕнчи рыноксене тухма пултарчĕ. Вăрттăнлăх мар, компание малтанхи вăхăтра ал-ура çавăрса яма федераци тата регион шайĕнчи çăмăллăхсем пысăк пулăшу кÿчĕç. Çăмăллатнă налук ставкинех илер, вăл продукцин хăй хаклăхне чакарма пулăшать. Çакă, хăй енчен, конкурентлă хаксене тытса пыма май парать. Предприяти иртнĕ çулта, виçĕм çулхипе танлаштарсан, производствăна палăрмаллах ÿстерме пултарчĕ. Çавăн пекех канашсен продукцийĕпе кăсăкланакан çĕршывсен йышĕ те хушăнса пырать. Тулаш рыноксене тухма компание Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт наци проекчĕ ырă витĕм кÿрет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *