Нумаях пулмасть Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче «Кĕçĕн çавал Атăла юхса кĕрет» ятпа Анатолий Семенович Семенов ÿнерçĕн тата унăн юлташĕсен картинисен куравĕ уçăлчĕ. Вăл куракансене пуш уйăхĕ вĕçленичченех йыхравлать.
Куравăн пĕрремĕш кунĕ пухăннисемшĕн илемлĕ те асра юлмалла иртрĕ. Уява кĕске сăмах каласа музей пуçлăхĕ Анна Николаевна Пчелкина уçрĕ, вăлах курав залĕн- че Геннадий Николаевич Захаровăн, Леонид Васильевич Петровăн, Валерий Иванович Никифоровăн ĕçĕсем пуррине пĕлтерчĕ, куравăн тĕллевне палăртса Анатолий Семеновича сăмах пачĕ.
Хулари, таврари ялсенчи çынсем йышлăн пухăннине шута илсе-ши, ÿнерçĕ искусствăпа кăсăкланакан çынсене чĕререн тав турĕ, çак ĕçре ăна ÿсĕмсем тума Геннадий Николаевич Захаров нумай пулăшса пынине палăртрĕ. Кĕскен хăйĕн кун-çулĕпе те паллаштарса хăварчĕ.
Вăл 72 çул каялла Красноярск тăрăхĕнчи Бельский районне кĕрекен Буденовка ялĕнче кун çути курнă. Вĕсем Канаш тăрăхĕнчи Калиновка ялне 1954 çулта куçса килнĕ. Анатолий ялти тăватă класлă шкулта пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Унтан арçын ача Тури Сурăм шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ, 9-мĕш класа _ Шăхасана, 10-мĕшне Энтрияль шкулне çÿренĕ. 1972 çулта салтака кайнă, служба Подольск хулинче иртнĕ.
1976 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисене механизацилеме тата электричествăпа тивĕçтерме вĕрентекен уйрăмра ăс пухнă. Диплом илсен çамрăк специалиста Киров ячĕллĕ хуçалăха ĕçлеме янă. 1977 çулта Анатолий Семенович аш-какай комбинатне энергетик-инженера вырнаçнă. Çак ĕçре 23 çул тăрăшнă. Ун хыççăн икĕ çул «Сормоский» хуçалăхра вăй хунă. Ĕçленĕ тапхăрта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ.
Финансист «СУ-6» организацире коммерци ыйтăвĕсене татса панă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен 13 çул Канашри пĕр строительство организацине ерте пынă.
Ĕçри хастарлăхшăн ăна тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе тата уйрăмлăх паллисемпе чыс тунă.
2014 çултанпа Анатолий Семенович Канаш тăрăхĕнчи сусăрсен пĕрлешĕвне ертсе пырать. Вăл пуçарнипе çак пĕрлĕхе чăмăртаннă çынсем тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ- сене хутшăнаççĕ, тĕрлĕрен кăсăклă мастер-классенче хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ.
2021 çулта Шăхасан салинче культура çурчĕ çумĕн-че сад ăстисен кружокĕ ĕçлеме пуçларĕ.
Анатолий Семенов çав çулах ÿнер енĕпе хастар ĕçлеме тытăнчĕ. Юлташ-
ÿнерçĕсемпе вĕсем кĕске вăхăтра тăван тарвалăха сăнарлакан çĕре яхăн картина çырчĕç. «Искусство хăй патне магнит евĕрех туртать, унăн ытамне лексен картина хыççăн картина ÿкерес иклет, _ тет вăл.
Куравра нумай картинăпа паллашма пулать. Куракансем тĕрлĕрен картинăсем умĕнче чăранса тăрса шухăша кайрĕç. Мĕншĕн шухăша каймăн-ха; Сăлтавĕ вара чăн та пур: хăшĕ-пĕри çак таврари вырăнсемпе ача чухне çара уран чупса çÿренĕ, ăмăртмалла «Эпĕ паян çичĕ хутчен шыва кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ, эсĕ миçе кĕнĕ; Э, слабак!» _ тенисем, вăрмана кăмпана, е çырлана кайсан аслатиллĕ çумăр айне лекнисем, ал тупанĕнчен вăрăмрах, çатăлтатса кутăнла шыва чăмакан пысăк пулăсене тытнине те асрах… Эпĕ те çак илĕртÿллĕ картинăсен умĕнче шухăша путса тăратăп. Унтанпа мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ, тавăрасчĕ те вĕсене каялла… Çук çав, унтанпа Кĕçĕн Çавал та хăйĕн шывне темĕн чухлех улăштарма ĕлкĕрчĕ!
Тăватă çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă, Анташ ялĕнче çуралса унта 18 çула çитиччен пурăннă, халĕ Чăрăшкассинче тĕпленсе Ухман шкулĕн-че ачасене тăмран тĕрлĕрен япала калăплама тата ÿкерме кăмăллакансен кружокне ертсе пыракан Геннадий Николаевич Захаров ĕçĕсемпе те паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ.
Ÿнерçĕ Тăвай, Владикавказ, Терек шывĕ юхакан тăрăхсенче пулса курнă, паллă картинисем те çав ятлах. Мана ку ÿнерçĕ кĕтесĕнче тăван тавралăха, йывăçсене, ÿсен-тăрана, çулталăкăн тĕрлĕрен вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем хăйсен ытамне илчĕç. Мĕнле илемлĕ тата вĕсен ячĕсем. «Бобровые запруды» картина çинче темле сăнасан та хăнтăрсене кураймарăм, купаласа тултарнă йывăç турачĕсем айĕнче пулĕ ахăртнех.
Сител ялĕнче çуралса ÿс-нĕ Леонид Васильевич Петров ÿнерçĕн кĕтесĕ «Автопортрет» картинăпа уçăлать. Иемлĕ çамрăк çыннăн ĕçĕсем те хăй пекех капăр, нумайлăха асра юлаççĕ. Кашни ĕçĕ хăйне евĕрлĕ.
Кĕлтеçулĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Иванович Никифоров ĕçĕсем асамлă, кăмăл-туйăма хускатаççĕ, тăван тавралăхпа киленме, тимлĕрех сăнама вĕрентеççĕ, вĕсене ÿкерчĕк ячĕсенченех пĕлме пулать: «Восход солнца», «Зимний вечер» тата ытти те.
Курава пухăннисен умĕнче округри вăрçăпа ĕç ветеранĕ- сен канашĕн ертÿçи Виталий Григорьевич Петров, Канашри педагогика колледжĕнче ÿнер ĕçне тытса пыракан Леонид Васильевич Петров та тухса калаçрĕç.
Канашри финанс колледжĕнче студентсене ăс паракан Александр Владимирович Пикалов поэзи ĕçĕнче те хастар, вăл çак курава халаласа тĕрлĕрен хайлав вуласа пачĕ. Унăн пултарулăхне куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Мероприятире тухса калаçакансем татах та пулчĕç. Вĕсем курава тăратнă ĕçсене хакласа ÿнерçĕсене хавхалантарчĕç. Чăваш юрăçисемпе композиторĕсем хăйсен çĕнĕ юрри-кĕввипе савăнтарчĕç.
Курава пĕтĕмлтнĕ май Геннадий Николаевич Захаровпа Анатолий Семенович Семенов çак ĕçсене вĕсем çемьери çывăх çыннисене тата юлташĕсене халласа çырнине пĕлтерчĕç.
_ Эпир çакăн пек ĕçсем тăваймастпăрах, _ тесе нихăçан та хăвăра ан калăр. _ Мĕнле пулсан та малалла талпăнмалла. Тăрăшсан мĕн те пулин пулатех. Ÿнер вăрттăнлăхĕсене алла илес текенсене хамăр кружокра хапăл тусах кĕтетпĕр. Пĕрле хавхаланса ĕçлĕпĕр, тăрăшăпăр, _ пĕтĕмлетрĕ шухăшне Анатолий Семенович.
Юрий НИКИТИН

