Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Космонавтика музейне юсаса çĕнетĕç

Космонавтика музейне юсаса çĕнетĕç

Кăçал Шуршăлта А.Г. Николаев ячĕллĕ музее юсама тытăнасшăн. Çакăн çинчен Чăваш Республикин Культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче калаçнă. Ларăва Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова ертсе пынă.

Светлана Анатольевна малтанах культура сферинче 2019-2024 çулсенче туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарнă, ун хыççăн малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.

«2024 çулта «Культура» наци проекчĕ вĕçленчĕ. Вăл пулăшнипе республикăра тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр. 2025 çулта çĕнĕ проектпа ĕçлеме пуçлатпăр. Вăл культурăна анчах мар, Ĕçлев министерствине те пĕрлештерет. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май клубсем çĕклетпĕр, юсатпăр. 2025 çулта пирĕн 12 вулавăш уçмалла, Шуршăлта А.Г. Николаев ячĕллĕ музее юсама тытăнмалла. Виçĕ çулта ăна вĕçлемелле», — тенĕ министр. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *