Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене 61-мĕш номерлĕ маршрутпа çыхăнтарнă. Регионти Тарнспорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта троллейбуссем çитмĕл пин ытла пассажира турттарма ĕлкернĕ.
Асăннă ведомство ертÿçи Максим Петров çĕнĕ маршрут епле ĕçленине тĕрĕслеме хăй çула тухнă. Журналистсене 2020 çултанпа пирĕн республика 221 троллейбус, 47 автобус туяннине пĕлтернĕ. Икĕ хулана çыхăнтаракан маршрутăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртса хăварнă.