Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă. Унта вăл Раççей Федерацийĕн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Ирек Файзуллинпа тĕл пулнă.
Олег Алексеевич министра строительство отраслĕнче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă, малашлăхри тĕллевсене уçăмлат- нă. Çавăн пекех пирĕн региона пур енлĕн пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каланă.
Пĕрлехи ĕç наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырассинче уйрăмах курăмлă. Чăваш Енре строительство отраслĕ лайăх аталанса пырать. Иртнĕ çулта «Таса шыв» федераци проекчĕпе икĕ водовод тунă. «Хăтлă хула хутлăхĕ» проект пулăшнипе обществолла 31 территорие йĕркене кĕртнĕ тата ытти те.
Тĕлпулу вăхăтĕнче 2025 çулта ĕçе кĕртмелли ĕçсен планне те тĕплĕн тишкерсе тухнă. «Республика клиника больницин» çĕнĕ комплексне тăвас тĕлĕшпе проект хатĕрлессине те сÿтсе явнă. Ирек Энварович пирĕн республикăн отрасль аталанăвне пысăка хурса хакланă. Тĕплĕнрех Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн телеграмм каналĕнче вуласа паллашма пулать.
Хамăр инф.