Вырсарникун ирхине ултă сехет çурăсенче Шупашкарта пурăнакансем шаплатнă сасă илтнĕ. Хĕвел тухăç поселокĕнчи нефтебазăна пилотсăр вĕçекен аппарат ÿкнĕ. Вăл хальхи вăхăтра реконструкцире.
Официаллă çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, шар курнисем çук. Çынсем каланă тăрăх, шап- латнă сасă хыççăн тĕтĕм тухнă, анчах та вăл часах курăнми пулнă.
Аппарат ÿкнĕ вырăнта ятарлă службăсем ĕçленĕ. Нефтебаза çывăхĕнчи çулсене пÿлнĕ, машинăсене вăхăтлăха çÿреме чарнă.