Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Пур енлĕн пулăшса пыраççĕ

Пур енлĕн пулăшса пыраççĕ

Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем пур енлĕн пулăшса пыраççĕ. Пĕрисем _ кирлĕ хатĕрпе, теприсем _ укçан. Канаш енре гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес ĕç еплерех пулса пынипе округ пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Ирина Константинова паллаштарать:

_ Ятарлă çар операцийĕ пуçлансассăнах Канаш хулинче тата Канаш тăрăхĕнчи кашни ялтах йышăну пункчĕсем ĕçлесе кайрĕç. Çынсем унта чылай вăхăт хушши упранакан апат-çимĕç, хăйсем çыхнă алса-нуски, медицина аптечкисемпе гигиена хатĕрĕсем пырса пама пуçларĕç. Туслă йышпа тепловизор тата квадрокоптер туянса панă тĕслĕхсем те пур. Ял çыннисем çар техникине хÿтĕлемелли тетелсем çыхнипе те палăрса тăраççĕ. Кушăк ялĕнче пурăнакан Анатолий Петрова вара уйрăммăн палăртса хăварас килет. Волонтер çак кунсенче йышăну пункте 35-мĕш хут пырса кайрĕ, хăйĕнпе пĕрле яланхиллех пĕлтерĕшлĕ чылай япала илсе килчĕ. Ентешсен пулăшăвне малти линири салтаксем туйса тăраççĕ, видео-çыхăну мелĕпе тухса тав сăмахĕсем калаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *