Çамрăксенче _ пирĕн малашлăх. Ахальтен мар вĕсене округăн пурнăçне те хастар явăçтараççĕ. Нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕ çумĕн-че Çамрăксен парламенчĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Сергей Иванов депутат та хутшăннă:
_ Çамрăксене халалланă ларăва вырăнти депутатсен Пухă-вĕн ертÿçи Олег Савчук уçрĕ. Парламент йышне кĕме хатĕр- ленекен каччăсемпе хĕрсене ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçу сунчĕ, вĕсем пирĕн пĕрлехи ĕçе малалла тытса пыраканĕсем пулнине палăртрĕ. Унтан çамрăк хастарсене удостоверенисем патăмăр. Вĕсем хăйсем енчен парламентăн ертÿçине суйларĕç, ăна пулăшса пыракан çумĕсене палăртрĕç. Çав кунах çамрăксем парламентăн ĕç планне те çирĕплетрĕç. Эпир, депутатсем, округăн малашлăх çул-йĕрне çамрăксемпе пĕрле татса пама май пуррине ырласа йышăнтăмăр.

