Канаш тăрăхĕнче иртнĕ уйăхра 40 ача çуралнă. Çак йышра хĕрачасем çут тĕнчене арçын ачасенчен ытларах килнине шута илнĕ. Тĕплĕнрех вырăнти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Сергеева паллаштарать:
_ Нарăс уйăхĕнче Канаш енре вун тăхăр арçын ача тата çирĕм пĕр хĕрача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ- сене Александр тата Петр ятсем хума кăмăллать. Хĕрачасем хушшинче, паянхи куна илсен, Дарья тата Дарина ятсем анлă сарăлнă. Статистикăна илес пулсан: вунă ача _ çемьесенчи пĕрремĕш телей кайăкĕсем пулнă, вун тăваттăше _ иккĕмĕш килнĕскерсем, вунă çемье _ виçĕ ачаллă пулнă, тăваттăшĕнче тăватă ача çуралнă, икĕ çемье _ пилĕк ачаллă пулса тăнă. ЗАГС пайĕнче çавăн пекех телейлĕ çирĕм икĕ мăшăра çырăнтарнă. Вун çичĕ арçын хăйсен ачисен ашшĕ пулма килĕшнине шута илнĕ. Пĕр çынна ятне улăштарма пулăшнă. Унсăр пуçне тĕрлĕ учрежденисенчен килекен йыхрав хучĕсем çине те икĕ пине яхăн хурав хатĕрленĕ.