Çак уйăхран тытăнса патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче кредитсем тĕлĕшпе чару лартма пулать.
Ку меслет банксене е ытти организацие кивçен укçа илнĕ чухне «чăрмав» кÿрет» Çапла майпа порталти кабинета кĕрсе кредит илме хăтланакан ултавçăсенчен хÿтĕлĕ.
Чару ипотекăна, автомобиль кредитне тата халиччен тунă килĕшÿсене пырса тивмест. Шухăша улăштарас пулсан 2 кун кĕтме тивĕ. Çакă та çăмăл укçа шыракансенчен сыхланма пулăшĕ.