Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Шантарнă тупăша курайман

Шантарнă тупăша курайман

Çынсем хушма укçа ĕçлесе илес тĕллевпе час-часах ултавçăсен серепине çакланаççĕ. Çакнашкал тĕслĕхе, нумаях пулмасть, Канашра та шута илнĕ. Халĕ хулари полици участковăйĕ Игорь Киселев сăмах илет.

_ Канашри пĕр ача садĕнче воспитатель пулăшуçи пулса ĕçлекен хĕрарăм суя инвесторсене икçĕр пин тенке яхăн укçа куçарса панă. Çак тĕллевпе вăл кредит та илнĕ. Анчах та шантарнă тупăша курайман, хăйĕн укçине те çухатнă.

Ултавçăсем, ĕçлемесĕр пуяс тĕллевпе, тăтăшах тĕрлĕрен меслетпе усă кураççĕ. Çавăнпа та палламан çынсене, хăвăра мĕнле ÿкĕте кĕртсен те, укçа куçарса пама ан васкăр!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *