Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, çанталăк тăруках ăшăтса кайĕ. Çавна май термометр çĕрлехи вăхăтра та сывлăш температурине нольрен çÿлерех кăтартĕ.
Çавна май юр хăвăрт ирĕлĕ. Çумăр çунипе юр хулăнăшĕ те часах çÿхелĕ. Уйăхăн иккĕмĕш декади вĕçлениччен вăл ирĕлсе пĕтме те пултарĕ. Анчах та çуркунне ир килнипе кайран сивĕ хуçаланас хăрушлăх пур.