Калиновка ялĕнче пурăнакан Вениамин Семеновичпа Валентина Тимофеевна Яковлевсем пĕрлешнĕренпе 60 çул хыçа юлнă. Вĕсем Шăхасан клубĕнче çырăннă, çак кунсенче хăйсен бриллиант туйне паллă тунă.
Телейлĕ мăшăр 3 ачине кун çути парнеленĕ. Хальхи вăхăтра 4 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре; – тесе ыйтсассăн: «Пĕр-пĕрне хисепленинче, ăнланнинче тата чăтăмлăхра», — тесе палăртнă телейлĕ мăшăр.

