Сиккасси салинче çуралса ÿснĕ Роман Шыныр _ ятарлă çар операцине хутшăннă салтак. Тăван çĕршыв интересĕ- сене фронтра иртнĕ çултанпа хÿтĕлет. Нумаях пулмасть пирĕн ентеше «Паттăрлăхшăн» медаль парса чысланă. Салтакăн амăшĕпе Надежда Юрьевнăпа тĕл пултăмăр:
_ Рома мĕн ачаран спортпа туслă ÿсрĕ. Шкул çулĕсенче тĕрлĕрен ăмăртăва хастар хутшăнатчĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн Канашра строителе вĕренсе тухрĕ, унтан водитель профессине алла илчĕ. Кайран ывăла салтака ăсатрăмăр. Çав тапхăрта пирĕн çĕршывра СВО пыратчĕ ĕнтĕ. Салтакран таврăнсан çарти юлташĕсенчен айккинче юлас темерĕ пулас, вырăнти çар комиссариатне кайса контракт çырчĕ. Унтанпах вăл малти линире, яваплă çар задачисене пурнăçлать. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче ывăлăма çар награди пани çинчен пĕлтĕмĕр. «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçиччен ăна маларах та пĕрре мар наградăсем парса чысланă. Аннен чĕри ывăлĕшĕн пăшăрханать паллах. Рома тата Раççейĕн кашни салтакĕ тăван киле Çĕнтерÿпе тата чĕрĕ-сывă таврăнччăр тесе Турра кĕл тăватăп.