18 çула çитмен ачасемпе çамрăксем пуйăспа 50 процент йÿнĕрех хакпа çÿ-реме пултарĕç.
Çакăн çинчен çĕршыври Транспорт министерствин пресс-служби пĕлтерет. Асăннă çăмăллăх кăçалтан аякка çÿрекен чукун çул транспортĕнче вăй илĕ. Унпа çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те усă курма май пулĕ.
Çур хакпа билет туянас тесен шкултан та справка илмелле мар.