Кăçал Чăваш Республикинче Çĕнтерÿ Парадне ирттерме палăртаççĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă уява Шупашкарта кăна мар, республикăри кашни округрах ирттерĕç. Çакăн çинчен влаç органĕсем социаллă сетьри хăйсен пабликĕнче пĕлтернĕ.
Шупашкарти гарнизонăн пĕрлештернĕ полкĕ уяв парадне хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Унта Çĕнтерÿ кунĕнче ятарлă техникăна та илсе тухĕç.