Чăваш Республикин патшалăх служащи- йĕсем валли çĕнĕ вĕренÿ порталĕ ĕçлеме пуçланă. Унта вĕсем хăйсен професси шайне ÿстерме пултараççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ĕç вырăнĕсенчи программăсене хамăр çĕршывра туса кăларнисем çине куçараççĕ. Çак çĕнĕлĕх патшалăх тата муниципалитет шайĕнче ĕçлекен 4700 ытла çынна пырса тивĕ.
Кăпрлач уйăхĕ тĕлне республикăри ĕç вырăнĕн- чи çуррине яхăн программăна хамăр çĕршыври программистсем шухăшласа кăларнă ятарлă программа çине куçарнă. Çĕнĕ вĕренÿ порталĕ шăпах вĕсене алла илме пулăшать.