Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмалла

Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмалла

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Екатерина Карпеева пĕлтернĕ тăрăх, пуш уйă- хĕн 1-мĕшĕнчен федерацин çĕр çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртнĕ, вĕсем çĕрпе усă курассине пырса тивеççĕ.

Тĕрĕссипе, усă курман çĕр лаптăкĕсене туртса илмелли йĕрке унччен те пулнă, анчах чылай самант уçăмсăррине кура унпа усă курсах кайман. Сăмахран, 3 çул усă курмасан туртса илмелли ирĕк пулнă, анчах «усă курман» тенине тĕплĕ ăнлантарман та – çакă чăрмав кӳнĕ. Халĕ вара çак чăрмавсем сирĕлеççĕ.

Тĕллевлĕ уйăрнă çĕрпе çав тĕллевпех усă курмалла. Лаптăка каяшсенчен, çум курăкран тасатассипе, рекультивацилессипе, типĕтессипе е шăварассипе, ыттипе çыхăннă ĕçсен списокне тишкереççĕ-ха – авăн уйăхĕ тĕлне çирĕплетмелле. Çавăн хыççăн вара инспекторсен тĕрĕслевсем ирттермелли тулли право çуралать. Вĕсем, тĕслĕхрен, усă курман, хыт хура ярса илнĕ лаптăка йĕркене кĕртмелли çинчен предписани парĕç – ăна пурнăçламалла.

Çирĕплетнĕ вăхăтра пурнăçламасан лаптăка турт-са илесси те часах. Лаптăка çурт тума панă тăк – 5 çулта строительствăна вĕçлесе пурăнмалли çурта регистрацилемелле. Унччен кунашкал требовани пулман – çын хăйĕн çурчĕн строительствине нумай çула тăсса яма пултарнă. Чăн та, юхăнтарса янă çĕр лаптăкне сутас тĕлĕшпе нимĕнле чару та палăртман.

Сутасси тенĕрен, малашне хуçисем хăйсен чикĕлемен çĕр лаптăкĕсене сутаймĕç – малтан чиккисене çирĕплетмелле. Капиталлă строительство объекчĕсен айĕнчи çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе те йĕрке пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *