Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Ака уйăхĕн пуçламăшĕнчен тӳлеме тытăнĕç

Ака уйăхĕн пуçламăшĕнчен тӳлеме тытăнĕç

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ ирттернĕ ларура социаллă ыйту нумай пулнă. Социаллă тӳлевсене пысăклатас енĕпе унта регионти ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Колесников сăмах илнĕ.

Ларура граждансен уйрăм категорийĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май пĕр хут тӳлев парасси çинчен калакан саккун проектне пăхса тухнă. Вăрçă инваличĕсене, участникĕсене, çул çитмесĕрех концлагерьсенче нушаланнисене, салтаксен тăлăх арăмĕсене – 20 пин, тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене 5-шер пин тенкĕ тӳлесе хавхалантарма палăртнă.

Асăннă укçана илмешкĕн хисеплĕ ватăсен заявлени çырма тивĕ-и? Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Павлович палăртнă тăрăх, вăрçă ачисен, 1937 çултан тытăнса 1945 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен çуралнисен, 98% кăтартăвĕсем ятарлă базăсенче пур. 26 пин çын вăрçă ачин удостоверенине илнĕ. Чи малтанах тӳлеве вĕсене парĕç. Кам удостоверенисĕр – вĕсене те çак документа илмелле пулĕ. Ытти 2 проценчĕ валли те тивĕçлĕ информаци парĕç, социаллă ĕçченсем кашнин патне çитĕç.

Патшалăх Канашĕн спикерĕ Леонид Черкесов ыйту панă. Вăл асăннă категорисенчи çынсем куллен тенĕ пек сахалланса пынине аса илтернĕ май çак тӳлевсене хăçан пама пуçлассипе кăсăкланнă. Александр Колесников укçа тӳлемелли йĕркене çывăх вăхăтрах çирĕплетесси çинчен каланă, çавна май укçана ака уйăхĕн пуçламăшĕнчен тӳлеме тытăнĕç.

Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *