Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Икĕ ФАП уçма палăртаççĕ

Икĕ ФАП уçма палăртаççĕ

Кăшнаруй ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартса лартнă. Ăна кăçал уçма палăртаççĕ. Округри тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне паллаштарать:

— Кăшнаруй ялĕнчи çĕнĕ сиплев çуртне тума «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕ пулăшрĕ. Строительсем ăна модуллĕ контрукцирен хăпартрĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем шалти отделка ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ, инженери сечĕсене хываççĕ. Çĕнĕ ФАП ĕçлесе кайсан вырăнта пурăнакан икçĕр ытла çынна пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕпĕр. Çынсем унта диспансеризаци, сиплев тата профилактика тĕрĕслевĕн курсне тухма пултарĕç. Çÿлерех асăнса хăварнă наци проекчĕпе кăçал Çĕнĕ Мами ялĕнче те çĕнĕ ФАП хута каймалла. Вăл та модуллĕ конструкцирен хăпартнăскер пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *