Хисеплĕ вулакансем! Эсир калавсем, прозăлла сăвăсем, эссесем, тĕрленчĕксем вулама юрататăр-и; Эпĕ вара çакăн пек пурнăçран илсе чăн пулнине тĕпе хурса, хăш-пĕр çÿп-çапран сăвăрса, чечеклесе илемлетсе çырса хайланă хайлавсене шутсăр килĕштеретĕп. Ун пеккисем кашни çыннăн пурнăçĕнче пулса иртеççĕ, анчах эпир ун çинчен илемлĕ çырса ытти çынсем патне çитерейместпĕр, хамăр ăшрах читлĕхре вăрттăн тытса манса каятпăр. Çапла вĕт;
Çак кунсенче Альбина Васильевна Юрату ?Любимова/ çырнă «Пĕр ывăç конфет» кĕнекине тĕлĕнсе те, савăнса вуласа тухрăм. Ку маншăн кунсенчи чун çимĕçĕ пулчĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче автор кирек хăш вăхăтра та пĕлтерĕшне çухатман темăсене яр уççăн хумхатса вулакан патне илсе çитерет.
Альбина Юрату Патăрьел районĕн- чи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса çунатланнă, вăл Раиса Васильевна Сарпи çыравçăн йăмăкĕ.
Хĕрача вăтам шкул хыççăн Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Елчĕк район хаçачĕн, Шупашкарти трикотаж фабрикин райхаçачĕн редакцийĕнче, республикăри Çут çанталăк ресурсĕсен управленийĕнче вăй хунă.
Çирĕм кĕнеке авторĕн сăввисемпе 700-е яхăн юрă хывнă. Вăл – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Республикăри, Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери нумай конкурссен лауреачĕ.
Пурнăçран илнĕ «Çунатлă урхамах» калавра пĕлтĕр кăна хăпартса лартнă йывăç пÿртри Ваççа çемйинче юратупа туслăх хуçаланать. Кил хуçине юратнă арăмĕ тата Наçтук хĕрĕ кăмăлне уçаççĕ. Татах та пысăк савăнăç — Кĕтерук арăмĕ пулас ачипе йывăр çын. Килти пĕтĕм ĕçе ытларах сăмах ваклама юратман Ваçукпа унăн юрат-нă урхамахĕ пурнăçлаççĕ. Анчах вăрмана урхамахĕпе кăмпа татма кайсан, Аял касра пурăнакан лаша вăрри Михаля унăн урхамахне мишерсене сутса ярать. Çак хуйха чăтаймасăр Ваççа хăй ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлать, çакăнса вилет.
«Ылхан» калавра Аслă ялта пурăнакан Ульхапа Мариç сăнарĕсем тыткăнлаççĕ. Вырăс хĕрĕ Ульха вăрçă ветеранĕ, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пĕр тан мар çапăçура аманнă. Атнер танкиста вилĕмрен çăлнă. Вĕсен хушшинче юрату туйăмĕ аталанать, кĕçех вĕсем арлă-арăмлă пулса тăраççĕ. Атнер вăрçă вĕçленнĕ куна Берлин хулинче кĕтсе илет, вăрçă чарăнсан та лейтенанта çитнĕ офицера Чă-ваш çĕрне тепĕр икĕ çултан çеç киле яраççĕ.
Ялта Мариç, Атнер вăрçăра пулнă чух, унăн амăшне кил-çуртра пулăшать, унăн кăмăлне каять, вĕсен па- тĕнче пурăна пуçлать…
Тепĕр икĕ çултан Атнер яла Ульхапа хăйĕн ывăлне Ванюка чĕнсе илет.
Атнер Мариçе килĕнчен кăларса янине тата вĕсен Ульха хушшинчи ĕçсем мĕнле аталанса пыни çинчен хумханмасăр вулама май çук.
«Пĕр ывăç конфет» калав та питĕ шухăша ячĕ-ха, кĕнеки те çавăн ятлă.
Шупашкар хули варринче вырнаçнă Мода çурчĕ çумĕнчи лавккана Маюк вафли, конфет кĕрсе илме кăмăллать. Çитмĕл урлă каçнăскер пылак çимĕç тесен ача пек савăнса каять.Вăл нумай кĕнеке авторĕ, халĕ те кунсерен шăрçала-шăрçала вунă кĕнекелĕх те ал çырăвĕ хатĕрленĕ. Пурте пичете хатĕр, анчах хальхи саманара кĕнекесене халăхсем патне çитерме укçи-тенки кирлĕ çав.
Вăл ачалăх кунĕсенче пулса иртнĕ пĕр пăтăрмаха паянхи кунччен те манаймасть.
Аякри Çĕпĕртен, çуралнă кунне уявлама, кÿршĕри Лена аппăшĕ курма килет. Вăл, темле майпа, ылтăн шывĕпе витнĕ алла çыхмалли сехете çухатать. Тупакана пĕр ывăç тутлă конфетпа хăналама сăмах парать. Çак çухатăва Иркка пурнăçланă тесе Микуль тетĕшĕ хĕр ачана вăйпах чăлана сĕтĕрсе кĕрсе алăкне пĕчĕк çăрапа питĕрсе хурать.
Амăшĕ пекех тĕрĕслехе юратакан Маюк чăн-чăн вăрра тупма тĕллев лартать, сăнать, мĕн илтнине астуса юлать. Сыщик пек шыравсем йĕркеленине вуласа кăсăкланма аван. «Ой, пултаруллă чăнах», — тесе шухăша ярать. Вăл çак пултарулăха çухатман, ÿстерсе пынă, камне чухласа илетĕп, çав çыравçах пулĕ тетĕп.
Тупать. Анчах кÿршĕ майри Ирккаран каçару ыйтмасăрах, Маюка шантарнă пĕр ывăç конфет илсе памасăрах Çĕпĕрти хулана тухса каять.
«Пĕрремĕш юрату» калавра вулакана Эльттипе Этнер сăнарĕсем тыткăна илеççĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекен вун тăватă çулхи Эльтти вуннăмĕш класра пĕлÿ пухакан Этнере мĕн пур чун хавалĕпе юратса пăрахать.
Этнере шкулта комсомол организаийĕн секретарьне суйлаççĕ. Тин çеç комсомола кĕнĕ Эльтти кашни уйăхра ирттерекен пухусене чăтăмсăррăн кĕ-тет.
Кĕнеке вулама юратакан пике Кĕтерука хăйĕн савнийĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлтерсе тăма хушать: кампа калаçнă, ăçта пулнă.
Этнер алла аттестат илсен Ĕпхÿре медицина институтне вĕренме кĕрет.
Пурăна киле Кĕтерукпа Этнер уççăнах çÿреме пуçлаççĕ.
Пике хăйне çеç айăплать: «Хам хăюсăр пулнипе, чунăмри туйăмсене вăхăтра Этнере уçса паманнине пулса тухрĕ çак инкек-синкек», — тесе шутлать. Шкул хыççăн Эльтти Шупашкарти университета вĕренме кĕрет, Кĕ- терук ача садне нянькăна вырнаçать, унтан педагогика институтĕнчи филологи факультетне вĕренме кĕрет. Тепĕр çынна юратса пăрахса ăна качча тухать.
Эльтти те хăйĕн телейне тупать. Çирĕм çул иртнĕ хыççăн тĕл пулура хĕрарăм малтанхи чун савнине хăйĕн çĕнĕ кĕнекине парнелет. Кĕтерук ăна пăрахнă хыççăн вăл икĕ хут та авланнă иккен, анчах та икĕ хутĕнче те ăнăçлă çемье çавăрайман. Вăл самаях пуян, пасар вăхăчĕ хуçаланни ăна эмелсене уççăнах хаклăлатса сутса укçа тума май панă.
— Каçар, эпĕ халь тин сана çемье телейне параймастăп, саншăн ĕмĕрлехех çунса кĕлленнĕ эпĕ. Питĕ ăнăçлă качча тухрăм. Пирĕн виçĕ ача. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларатăп. Çак юрату манран сăвăç турĕ, — тет вăл.
— Эх, тур-тур, Айпин мĕн пур пурнăçĕ çуралнăранпах тĕрлĕрен пурнăçри саплăксенчен тăрать. Çапла «Саплăк» калавра саплăк çине саплăк.
Юрра-ташша ăста, нумай ачаллă çемьере çуралса çунатланнă чи кĕçĕн пике аппăшĕсен пĕчĕкленсе е кивелсе юлнă япалисене тăхăнса ÿснĕ.
Пурăна киле шухă хĕрача чĕринче Саша ятлă каччă йăва çавăрать. Каччă, Айпи ашшĕ пекех, хут купăс калама ăста.
Айпин вара сасси питĕ хитре. Чă-ваш çĕршывĕнче ăна пĕлмен çын та çук пулĕ – вăл шăрантаракан юрăсене час-часах радиопа параççĕ, тĕрлĕ фирмăсем альбом хыççăн альбом кăларса сутаççĕ.
Хĕрпе каччăн иккĕшĕн те çул çитмен. Вĕсем ача кĕтнине шута илсе алла аттестат илнĕ хыççăнах пĕрлешме ирĕк параççĕ. Çĕнĕ çемьере часах хĕр çуралать. Çемьене тăрантарас тесе Саша Мускав хулине ĕçлеме çÿ-рет. Унта ачаллă хула майрипе паллашать, пĕчĕк хĕр пĕрчийĕпе Айпи çинчен манса каять. Айпи упăшкинчен уйрăлать, алимент та шыраттармасть. Юратнă хĕрне ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе хăех çитĕнтерет.
Пĕрре çапла Айпи тусĕсем патĕнче хăнара Йăкăнатпа тĕл пулать. Сисмесĕ- рех хăйĕнчен вун пилĕк çул кĕçĕн хусах качча юратса пăрахать. Лешĕ те ăна килĕштерет. Йăкăнат та Мускава ĕçлеме çÿрет. Пурăна киле Айпи чунне кĕвĕçÿ туйăмĕ кăшлама пуçлать. Ку хутĕнче пурнăç саплăкĕ – кĕсье телефонĕнче савнийĕ çăмăлттай мйрапа тăнине курать. Çакăн хыççăн Айпипе Йăкăнат пĕр хушă пачах та тĕл пулмаççĕ. Анчах та пĕр хыпса илнĕ юрату çулăмне тÿрех сÿнтерме çăмăлах мар çав. Вĕсем пĕр-пĕрне каçараççĕ – пурнăçра çĕнĕ вăйпа юрату хуçаланать. Часах Айпи тепĕр хут анне пулма ха- тĕрленет.
Пурнăçра ытлашши савăнма та юрамасть иккен. Усалĕ телейпе юнашарах çÿрет. Ун çинчен эсир çак калава вуланă хыççăн пĕлĕр.
Халăхра çапла: «Çынна ырă тунă чух унран ырă ан кĕт», — тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ çав! Çак шухăша «Бумеранг» калава вуланă хыççăн пĕлме пулать.
Калавра Алюка Вера тус-тантăшĕ Хусанти консерваторирен юрăçа вĕренсе тухнă Халида пикепе паллаштарать. Вĕсем ăна çак ĕçре çĕкленме пулăшаççĕ. Алюк ăна валли юрра хывма сăвăсем шăрçалать. Халида хăйне валли илемлĕ юрăсем кĕвĕлет. Алюк хĕртен интервьюсем илсе хаçат страницисенче çутатать. Пĕрремĕш диск кăларас умĕн унăн хуплашкине майлама пулăшать, йăнăшсене тупса тÿрлетет.
Верук та ахаль лармасть, çĕнĕ юрăçа пулăшас тесе унăн продюсерĕ пулать: афишăсем кăларать, концертсене йĕркелет, билет сутать, радиопа пĕлтерÿсем йĕркелет.
Халида çÿлелле çĕкленсе пырать, унăн ячĕ – халăхра анлă сарăлать.
Анчах çынсем тăрăшнипе çĕкленĕ чапа пурте чăтаймаççĕ иккен. Чапа кăларнă хĕр хăйне пулăшаканĕсене хаклама пăрахать, сив сăмахсемпе кÿ- рентерет, мĕн те пулсан хăйне килĕш- месен – уççăмăнах кăмăлсăрланать. Вăл Верука та хаклама пăрахать, ăна урăх продюсерсемпе улăштарать. Кайран хăйĕн концерчĕсене ертсе пыракансемпе те, тусĕсемпе те хирĕçсе пĕтет.
Пурнăç вăл бумеранг – усал тăвакансем патне усалпах каялла таврăнать. Пĕррехинче пульт умĕнче лараканăн аппаратури çĕмĕрĕлсе кайсан, юрăç сассине уйрăм аккустикăллă çĕрте çырса пĕр пек уçă та илемлĕ юрă залра янăрама пăрахать. Сцена çинче çухалса кайнă Халида чĕрĕ сасăпа хăрăлтатса юрлама пуçлать. Залри халăх ахăлтатса кулса ярать.
«Иккĕмĕш упăшка» калавра Пинерпи, çывăх тусĕ патне яла Çĕнĕ çул уявне паллă тума кайсан, Хĕветĕрпе паллашать. Хĕветĕр те, Пинерпи пекех, юрăçа вĕренет иккен. Пурăна киле пĕр-пĕринсĕр урăх пĕр самант та уйрăм пурăнма пултарайманнине ăнкарса илнĕ хыççăн хĕрпе каччă туй туса пĕрлешеççĕ. Упăшкипе арăмĕ сцена çине пĕрле тухма пуçлаççĕ, хăйсен уçă сассисемпе куракансене тыткăнлаççĕ. Çемьере ача çуралнă хыççăн çамрăксем укçа пĕлтерĕшне тата та аванрах туйса илеççĕ. Хĕветĕр ĕçрен тухса Мус- кава çÿреме пуçлать. Вахта мелĕпе ĕçлесе пĕр уйăх тĕп хулара, пĕр уйăх килте пурăнма пуçлать. Уйрăм пурăнни те хăй ĕçне тăвать. Хĕветĕр ним çукран арăмне кĕвĕçме пуçлать.
Ерипен Пинерпи пуçĕпех ĕç ăшне чăмать. Хĕветĕр тĕп хулара кафене çÿ- ре пуçлать. Кафе хуçин икĕ ачине хăй çине çыртарса опекун пулса тăрать.
Пинерпи ячĕ юрă тĕнчинче сарăлнă хыççăн сарăлса пырать, ют çĕршыв- сенче гастрольте пулать, тĕнче шайĕн- чи премисене çĕнсе илет. Халĕ унăн тем те пур, анчах арçынсăр пурнăç ăна ерипен йăлăхтарма пуçлать.
«Телей тени шăл çĕмĕрсе кĕрет», — тени тĕрĕсех иккен. Çемьери инкексем хыççăн шăп та лăп Пинерпи йăмăкне, амăшне вилĕмрен çăлнă пултаруллă тухтăрпа паллашать. Пурăна киле вăл хăйĕн Турă çырнă телейне тупать – сиплевçĕпе çемье çавăрать.
Альбина Юрату çыравçăн кашни хайлавне вуланă хыççăн тарăн шухăша путатăн: вăл пурнăçран илнĕ ĕçсем вулакана кăсăклантараççĕ, çынсене асăрхануллăрах, тимлĕрех пулма вĕрентеççĕ.
«Пĕр ывăç конфет» кĕнекере прозăлла сăвăсем, эссесем, тĕрленчĕк- сем те хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсем «Манăн ешĕл юратăвăм», «Сарă-сарă хурăнсар», «Этем юратупа çунатлă», «Туртать, туртать тăван кĕтес!» тата ытти ярăмсенчен тăрать.
«Анне, аннеçĕм», «Атте, аттеçĕм» хайлавсене хумханмасăр вулама май çук. Вĕсем çыравçăн амăшне – Клавдия Васильевна Яковлевăна тата ашшĕне – Василий Егорович Яковлева халалланă.
«Аннеçĕм, çак вĕçсĕр-хĕрсĕр аслă тĕнчере мĕн пур хĕвелсен хĕрÿлĕхĕ те сан чун ăшшипе танлашаймасть.»
«Атте, аттеçĕм! Çак сăмах чунри мĕн пур ачалăха вăратать. Сасăпа калатăп та ăна, тÿрех пурăнас килсе каять, пĕр харăс тин ĕç туса пăрахассăн туйăнать, çак тĕнчери хăвăн пĕлте- рĕшне витĕр ăнкарса илетĕн».
Юрий НИКИТИН