Воскресенье, 8 ноября, 2026
Главная > Публикации > Кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ

Кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ

Канаш енри çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă. Вĕсен уйĕсем пирĕн тăрăхра ултă пин ытла гектар йышăнаççĕ. Кĕрхи калча уйĕсене, удобрени хывас ĕç еплерех пулса пынине, округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев вырăна тухса хакланă:

— Канаш тăрăхĕнче, кĕрхи культурăсене апатлантарма, чи малтан «Канмаш» агрофирма ĕçченĕсем тухрĕç. Çак тĕллевпе вĕсем «Туман-3» çĕнĕ агрегат кÿрсе килнĕ. Унăн штурвалне тытса пыма Семен Павлов механизатора шаннă. Унпа вăл, пĕр сехетре, вăтăр ытла гектар йышăнакан лаптăка удобрени сапса тухма пултарать. Кĕрхисем асăннă хуçалăхра пин те икçĕр гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен пин гектарĕ — тĕрлĕ сортлă тулă, ытти уйра ыраш калчи çитĕнет. Часах «Туман» йышши агрегата Никонов хресчен-фермер хуçалăхăн уйĕсенче те асăрхама пулĕ. Хĕл ыйхинчен вăраннă калча, удобренин усăллă витĕмне туйса, кĕске самантра ешĕл сăнпа витĕнĕ. Удобрени сапакан агрегатсем нумай çул ÿсекен курăксен анисем çине тухнине те асăнса хăвармалла.  Ку енĕпе вара Киров ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсен çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе ултçĕр ытла гектар çинче туса ирттермелле пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *