Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Олег Николаев юбилейпа саламланă

Олег Николаев юбилейпа саламланă

Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакан Мария Николаевна Михайлова çак кунсенче 100 çул тултарнă. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев килне пырса саламланă.

Мария Николаевна хĕрĕпе пурăнать. Пурнăçĕ çăмăл килмен унăн. Пĕчĕклех тăлăха юлнă, ача чухнех колхозра ĕçлеме пуçланă. Анчах йывăрлăхсем унăн чунне хытарман. Вăл паянхи кун та пурнăçпа киленме, шÿтлеме пĕлет. 

Мария Николаевна хăнасене тарават кĕтсе илнĕ. Чи малтанах хăйĕн патне çуралнă кунпа саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пынине ĕненмен те, унтан çакăншăн хытă хĕпĕртенине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *