Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвĕн тӳпи курăмлă

Патшалăх пулăшăвĕн тӳпи курăмлă

Правительство кунĕсем республикăра малалла пыраççĕ. Хальхинче вăл Шупашкар округĕнче иртнĕ. Анлă пухăва тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче йĕркеленĕ.

– Паян Правительство кунне Шупашкарта, çак пысăк залра, ирттерес терĕмĕр. Мĕншĕн тесен Шупашкар округĕ – чи пысăккисенчен пĕри. Вăл республика аталанăвне пысăк тӳпе хывать. Пирĕн паянхи тĕллев – 5 çул хушшинче пур отрасльте те тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, çитес 6 çул валли çĕнĕ тĕллевсене палăртасси, – çапла каласа уçнă Шупашкар округĕнчи Правительство кунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Шупашкар округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче юлашки 5 çулта тунă ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Владимир Борисович палăртнă тăрăх, çак тапхăрта çитĕнӳ чылай тунă. Калăпăр, экономикăри тĕп кăтартусем ӳснĕ. «Эпир бизнес-климата лайăхлатас, инвесторсене илĕртес, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма условисем тăвас, ял хуçалăхне, промышленноçа тата экономикăн ытти сферине çĕклес тĕллевпе нумай ĕçлетпĕр. Инфратытăма аталантарас енĕпе тунă ĕç те курăмлă. Çулсене, шкулсемпе ача сачĕсене, медицина учрежденийĕсене çĕнетрĕмĕр. Халăхăн пурăнмалли условийĕсене лайăх- латсах пыма тăрăшатпăр. Шанатăп: пĕрле тăван округ хăтлăрах, илемлĕрех пултăр тесе тата пысăкрах çитĕнӳсем тума пултаратпăр», – тенĕ Владимир Борисович.

Вăл палăртнă тăрăх, Шупашкар округĕ экономикăн пур отрасльне те аталантарма меллĕ вырăнта вырнаçнă. Асăннă территорире 62 пин çын пурăнать. Кунта – 17 территори уйрăмĕ, 172 ял. Юлашки 5 çулта Шупашкар округĕнче 17,5 млрд. тенкĕлĕх 142 проекта хута янă, çĕнĕ 1115 ĕç вырăнĕ тунă. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулчченхи комплекслă программине ирттерсе тултарнă. Ял хуçалăхĕ, промышленноç, потребитель рынокĕ, туризм енĕпе 13,7 млрд тенкĕлĕх 56 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Çавăн пекех çул-йĕр хуçалăхĕ, ЖКХ, вĕрентӳ, спорт, культура тата сывлăх сыхлавĕ енĕпе 3,7 млрд тенкĕлĕх 86 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртнĕ. Вăтам ĕç укçи икĕ хут ӳснĕ. Пĕчĕк бизнесра ĕçлекенсен шучĕ икĕ хут нумайланнă – 4300 çынна çитнĕ. Çак кăтартусенче, паллах, патшалăх пулăшăвĕн тӳпи курăмлă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *