Понедельник, 28 апреля, 2025
Главная > Публикации > Пилĕк проекта ĕçе кĕртмелле пулĕ

Пилĕк проекта ĕçе кĕртмелле пулĕ

Чăваш Енĕн Строительство министерстви республикăри пилĕк хулара ниме бюджечĕн вăйĕпе ĕçе кĕртмелли проектсен списокне палăртнă. Вĕсем пĕтĕмпе — 48. Çак йышра Канаш хули те пур. Тĕплĕнрех Канаш тăрăхĕнчи çул-йĕрпе транспорт тата коммуналлă хуçалăхпа строительство пайĕн ертÿçи Алексей Петров каласа парать:

— Кăçал, Канаш хулинче, регионти Строительство министерстви пулăшнипе пилĕк проекта пурнăçа кĕртме май пулĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ автоçулсене юсаса йĕркене кĕртессипе çыхăннă. Çавна май «Элеватор» территорийĕнчи çула, «Погрузчик» садоводчество патне пымалли тата Суворов урамĕпе иртекен çулсене юсаса çĕнетĕпĕр. Афганецсен скверĕнче «Вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса ларт-нă мемориала» йĕркене кĕртессипе пуçарнă ĕçе малалла тăсăпăр. Ломоносов урамĕнче каяш шывĕсене юхтарса ямалли майсем туса парăпăр. Палăртса хăварар, тăкаксен пысăк пайне республика бюджечĕ хăйĕн çине илĕ, пĕрлехи ĕçе тума вырăнти бюджет та хутшăнĕ. Укçа пуçтарса парассипе предприятисемпе усламçăсем тата ахаль çынсем те пысăк хастарлăх кăтартĕç.   

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *