Вырăскас Пикших шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Арсений Федоров каратэ енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăвать. Çак кунсенче вăл Абхазирен таврăннă. Асăннă Республикăн пĕрремĕш Президентне халалласа ирттернĕ турнирта пирĕн çамрăк ентеш «кĕмĕл» медаль çĕнсе илнĕ.
— Эпĕ каратэ енĕпе хамăн ăсталăха мĕн пĕчĕкренех туптатăп. Мана каратэн кекусинкай стилĕ уйрăмах килĕшет. Ăмăртусене кайма эпир Сергей Васильевич Захаров тренерпа пĕрле хатĕр- ленетпĕр. Кăçал, Чăваш Енре, асăннă спорт тĕсĕпе тупăшса пĕрремĕш вырăна тухрăм. Иртнĕ çулта, Мускавра йĕркеленĕ Раççей шайĕнчи ăмăртуран, виççĕмĕш вырăнпа таврăнтăм. Абхазире — иккĕмĕш пултăм. Каратэ енĕпе малашне те çитĕнÿсем тума палăртатăп. Çак тĕллевпе тренировкăсене çÿретĕп.