Чăваш Енре «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале йĕркелесе ирттересси çинчен регионти ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура каласа кăтартнă.
Шучĕпе тăватăмĕш хут йĕркелекен фестиваль кăçал утă уйă- хĕн 12-19-мĕшĕсенче Шупашкарти Юхан шыв портĕнче иртĕ. Пĕлтĕр унта çĕршыври сăра пĕçерекен 30 компани хутшăннă. Кăçал та унтан кая мар пулĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сăра фестивалĕ питех те кирлĕ мероприяти пулнине каланă, çавна май фестиваль аграрисене, влаçа тата усламçăсене пĕрлештернине палăртса хăварнă:
— Хăмла тенĕрен. Правительство кунĕсенче ăна çитĕнтерессине аталантарас ĕçе кашни муниципалитет хутшăнма пултарасси çинчен калаçрăмăр. Пирĕн-
шĕн ку йăлана кĕнĕ ĕç. Çавна май хамăрăн ĕç планĕсене тишкеретпĕр. Çак стратегири хăйсен вырăнне кашнин лайăх ăнланмалла. Шăпах çакă çĕршывăн технологи суверенитетне хывакан тÿпе пулĕ те, — тенĕ Олег Алексеевич.