Суббота, 19 апреля, 2025
Главная > Публикации > Çураки тĕлне хатĕрленеççĕ

Çураки тĕлне хатĕрленеççĕ

Канаш Енри çĕр ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсен яваплă тапхăрне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем вăрлăх аллаççĕ, удобрени кÿрсе килеççĕ, çĕнĕ техника туянаççĕ тата ытти те. Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçине Виктор Васильева сăмах паратпăр.

— Кăçал, Канаш тăрăхĕнче, çурхи уй-хир ĕçĕсене вун сакăр пин ытла гектар çинче туса ирттерме палăртатпăр. Çак тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене тăватă пин тонна яхăн вăрлăх кирлĕ пулĕ.  Çĕр ĕçченĕсем ăна аллама тытăннă. Хальхи вăхăт тĕлне икĕ тонна вăрлăха кондицие лартса çитернĕ. Çакă пĕтĕмпе кирлĕ вăрлăх виçин аллă ытла проценчĕ- пе танлашать. Вăрлăх хатĕрлессипе «Хучель», «Канмаш» тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсем хастар ĕçлесе пыраççĕ. Удобрение кÿрсе килессипе Протасов тата Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕсем малта. Çак эрнере çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене те апатлантарма тухрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *