Çанталăк ăшăтса пырать. Çавна май уй-хирпе пĕрле вăрмансемпе парксем те кĕçех юртан тасалĕç. Йывăçсем çинче çулçă сарăличчен çут çанталăкра пушар тухас хăрушлăх çивĕч тăрĕ. Халĕ Канаш тăрăхĕнчи вăрман хуралĕнче ĕçлекен лесничий Владимир Глухов сăмах илет.
— Çĕр сийĕ юртан тасалма тытăнсан Чăваш Енре çулсеренех вут-кăва- ра хирĕç кĕрешмелли тапхăр вăя кĕрет. Кăçал вăл ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланĕ. Çак çивĕч вăхăтра посадка çывхĕнчи уйсенче, çул айккисенче тата çырмасенче типĕ курăкпа çÿп-çапа çунтарма юрамĕ. Çавăн пекех вăрмансенче кăвайт хурассинчен те тытăнса тăмалла пулĕ. Канаш лесничествин витĕмĕнче тăракан вăрмансем 50 пин ытла гектар йышăнаççĕ, вĕсем республикăри пилĕк округра вырнаçнă. Эпир, вăрманçăсем, вĕсене сыхласа хăварас енĕпе пур енлĕн ĕçлетпĕр. Çынсемпе профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр, рейдсене тухатпăр тата ытти те. Йĕркене пăсакансене тупса палăртсан пуçран шăлмăпăр паллах. Штрафсен суммисем вара — пĕчĕкех мар. Федераллă саккунăн 141-мĕш статйипе килĕшÿ- ллĕн уйрăм çынсене — 15 пинрен пуçласа 30 пин таранччен, должноçра тăракансене — 30 пинрен пуçласа 50 пин таранччен, юридици вăйĕнче тăракансене 100 пинрен пуçласа 400 пин таранччен тÿлеттерме пултарĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ пуçлансассăн вĕсен виçи икĕ хут хăпарĕ. Çавăнпа тăван тавралăха вут-кăвартан пĕрле туслă йышпа сыхлар, вăрманта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар. Вут-çулăм алхаснине асăрхасан пурне те çăлав службисене 01, 101 тата 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.