Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче культура сферинче тăрăшакансем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Чăваш Енре культурăпа ÿнерте 4,5 пин ытла çын ĕçлет.
Çак цифрăна Культура ĕçченĕсен кунĕ тĕлне республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕнче уçăмлатнă. Вĕсем — музейсенче, вулавăшсенче, театрсенче, пултарулăх çурчĕсенче, музыкăпа ташă ушкăнĕсенче тăрăшаканскерсем.
Юлашки пилĕк çулта асăннă сферăна 4,7 миллиард тенкĕ укçа хывнă, çакă 500-е яхăн объекта техникăпа тивĕçтерме тата юсаса çĕнетме май панă.