Суббота, 19 апреля, 2025
Главная > Публикации > «Паттăр парттине» уçнă

«Паттăр парттине» уçнă

Вырăскас Пикших шкулĕнче «Паттăр парттине» уçнă. Ăна çак шкулта вĕреннĕ Алексей Павлова халалланă.

Алексей Борисович СВОра çар задачине пурнăçланă чухне паттăрла пуçне хунă. Шкулта вĕреннĕ чухне унăн класс ертÿçи пулнă Ремма Тимофеева каласа парать:

— Алексей шкулта вĕреннĕ чухнех пысăк хастарлăхпа палăрса тăратчĕ. Вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкерсе пыратчĕ. Пирĕн шкулта 2006 çултанпа агитбригада ушкăнĕ ĕçлет. Унта эпир ачасен сцена ăсталăхне тата сăвва илемлĕ каламалли пултарулăха пур енлĕн аталантаратпăр. Алексей аслă класа вĕренме куçсанах çак ушкăн хастарĕ пулса тăчĕ, спектакльсенчи тĕп рольсене ăста калăпласа пыратчĕ. Шкул хыççăн вăл салтака кайрĕ. Служба унăн Çурçĕр кавказра иртрĕ. Салтак хыççăн Хусанти танкистсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕчĕ. Унтан «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухрĕ. Çар службине Крымра малалла тытса пычĕ, унтанах вăл СВона кайнă. Ăна паттăрлăх кăтартнăшăн чылай сумлă çар награди парса чысланă. 2024 çулхи раштав уйăхĕнче пирĕн етеш Херсон тăрăхĕнче паттăрла пуçне хунине пĕлтĕмĕр. Нумаях пулмасть Вырăскас Пикших шкулĕнче Алексей Павлова асăнса «паттăр парттине» уçрăмăр, хальхи вăхăтра хам ертсе пыркакан 5-мĕш класа унăн ятне патăмăр. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *