Наркомани — хăрушă чир. Çынсене унăн япăх витĕмĕнчен хÿтĕлес тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕрен акци йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах хальхи вăхăтра пырать те. Тĕплĕнрех Канаш тăрăхĕнчи шалти ĕçсен пайĕн участковăйсемпе тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Любовь Антонова каласа парать:
— Пуш уйăхĕн 24-мĕшнчен тытăнса ака уйăхĕн 4-мĕшĕччен пирĕн çĕршывра «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» Пĕтĕм Раççейри профилактика акцийĕ иртет. Ăна наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне пÿ-лес тата çынсем унпа ашкăнас хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе çулсеренех йĕркелеççĕ. Акци пынă хушăра, эпир, полици сотрудникĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕлпулусем йĕркелетпĕр, асăннă наркăмăш сиенĕ çинчен каласа паратпăр, уголовлă кодексра пăхса хăварнă яваплăх йĕркипе паллаштаратпăр. Енчен те хăвăр хушăра кам та пулсан наркотиксемпе ашкăннине е çак сиенлĕ хутăша çынсем хушшинче сарнине асăрхасан çийĕнчех йĕрке хуралçисене шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

