Юнкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă. Олег Алексеевич çĕршыв ертÿçине регионăн пилĕк çулхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, çавăн пекех республикăн малашлăхри аталану çул-йĕрне те палăртса хăварнă. Владимир Владимирович регион ертÿçин ĕçне пысăка хурса хакланă.
Чăваш Республикин макроэкономикăри кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ пулса пыраççĕ. Юлашки пилĕк çулта регионта туса кăларакан продукцин калăпăшĕ 1,85 хутчен ÿснĕ. Çынсен вăтам ĕç укçин виçи тата вĕсен вăтам тупăшĕ 1,9 хутчен пысăкланнă. Бюджетăн харпăр тупăш виçин шайĕ те 2,1 хутчен хушăннă.
Республикăра хальхи вăхăтра 200 миллиард тенкĕлĕх 174 проект ĕçе кĕрет. Вĕсен пысăк пайĕ промышленность аталанăвĕпе çыхăннă. Экспорт виçи курăмлă ÿссе пырать, 2020 çулхипе илес пулсан, çак кăтарту 45,5 процентпа танлашнă.
Сывлăх сыхлавĕнче те курăмлă кăтартусем пур. Пилĕк çулта 291 сиплев çурчĕ хăпартнă тата юсанă. Çак йышри 87 объекта регион бюджечĕн шучĕпе ĕçе кĕртме май килнĕ.
Асăннă тапхăрта республикăра тăхăр çĕнĕ шкул хăпартнă, 111 шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче регион ертÿçи çитес вăхăтра тĕрлĕ отрасльте пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ проектсем çинчен те асăнса хăварнă.
«Олег Алексеевич, татса паман ыйтусем яланах нумай, чăрмавсем те яланах çитсе пыраççĕ, çак лару-тăру кулленех пысăк тимлĕх ыйтать. Анчах та эсир йăлтах материалта, кăтартуллă ĕçлесе пыратăр, кăтартусем аван, çавăнпа та эпĕ сире ăнăçу сунатăп», — тенĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Олег Николаев, хăйĕн енчен, шаннă тивĕçе тÿрре кăларма шантарнă.
Председатель Общественного Совета при Главе Чувашской Республики Наталия Партасова:
В Москве состоялась важная встреча Президента страны Владимира Путина с Главой Чувашской Республики Олегом Николаевым. В ходе встречи Президент выразил поддержку намерению Олега Алексеевича баллотироваться на второй срок.
Это событие имеет огромное значение для нашей республики. Поддержка Президента – это мощный сигнал для всех жителей Чувашии. Мы видим в этом подтверждение правильности выбранного курса развития и уверенность в будущем.
Народ Чувашии поддерживает своего Главу. За время работы Олега Алексеевича была проделана колоссальная работа, особенно в сфере поддержки промышленности. Благодаря его усилиям и слаженной работе команды, предприятия республики получили необходимую помощь и стимулы для развития.
Олег Николаев – настоящий лидер, который ведет Чувашию вперед. Его преданность интересам республики и умение находить решения в сложных ситуациях вызывают уважение и доверие.
Мы уверены, что под его руководством Чувашия продолжит свой путь к процветанию.
http://www.kremlin.ru/