Хучел ялĕнче çуралса ÿснĕ Алина Денисова «Атăл тăрăхĕнчи федераллă округ миссисĕ — 2025» титула çĕнсе илнĕ. Вăл Ижевск хулинче ĕçлесе пурăнать. Ентешĕмĕр унта ыр кăмăллăх енĕпе пысăк тÿпе хывать. Хĕрĕн çитĕнĕвĕпе унăн ашшĕ Леонид Викторович паллаштарать:
— Алина мĕн ачаран пысăк чун-чĕреллĕ хĕр пулса ÿсрĕ. Шкул хыççăн Канашри педагогика колледжне вĕренме кĕчĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн çыхăну уйрăмне ĕçлеме вырнаçрĕ. Каярах Ижевск хулине тухса кайрĕ. Унта вăл пилĕк çул тĕпленсе пурăнать. Хĕрĕм — уявсем йĕркелесе ирттерме питĕ ăста. Çав вăхăтрах вăл волонтерсен туслă ушкăнĕпе пĕрле ача çурчĕсене тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене те хастар пулăшса пырать. Хуçасăр чĕрчунсене хÿтлĕх тупса парассипе те палăрса тăрать. Эпир, Алина Атăл тăрăхĕнче йĕркеленĕ илемпе пултарулăх конкурсĕнче Чăваш Ен чысне ăнăçлă хÿтĕлеме пултарнишĕн савăнатпăр. Çулла, Раççей шайĕнче иртекен тапхăрта та, пысăк çитĕнÿ тума ăна ăнăçу сунатпăр.

