Понедельник, 20 июля, 2026
Главная > Публикации > Хăтлă «хваттерсемпе» кĕтсе илнĕ

Хăтлă «хваттерсемпе» кĕтсе илнĕ

Çитес ытларикун, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне паллă тăвăпăр. Ăна тĕрлĕрен кайăк йышне тата вĕсен тĕсне упраса хăварас тĕлĕшпе çулсеренех йĕркелеççĕ. Пирĕн тăрăхра, çак уява хатĕрленсе, шăнкăрч вĕллисем ăсталаççĕ. Кăнтăртан вĕçсе килекен çунатлă туссене Яманкасси ялĕн старости Олег Сергеев та хăтлă «хваттерсемпе» кĕтсе илнĕ.

—  Шăнкăрч вĕллисене эпĕ çулсеренех ăсталатăп. Çак ырă йăлана вара мĕн ачаранах тытса пыратăп. Кайăксен пÿрчĕсене пахчари тата хамăр хыçри улăхра ÿсекен йывăçсем çине тухса çакатăп. Çав вăхăтрах маларах тунисене те юсаса çĕнетме тăрăшатăп. Кăçал вунă вĕлле ăсталарăм. Вĕсене, шăнкăрч-сем кĕрсе вырнаçсан, пире хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарĕç, таврара ÿсекен йывăçсемпе хунав- сене тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăран сыхлĕç. Çут çанталăк тусĕсене шăнкăрч вĕллисем туса çакас ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе калатăп.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *