Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Федераллă çул-йĕр агентствин ?Росавтодор/ ертÿçи Роман Новиков регионти автомобиль çулĕсене аталантарса пырас енĕпе хушма килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
Çак документпа килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне 51 миллиард тенкĕ укçа уйăрĕç. Вĕсенчен 20 миллиард тенки федераци бюджетĕнчен килĕ. Çавна май 2030 çул тĕлне 390 километра яхăн çула юсаса йĕркене кĕртме палăртаççĕ. Çакă регионта пурăнакан 500 пин ытла çын пурнăçне ырă енне улăштарма май парĕ.
«Çак алă пусса çирĕплетнĕ килĕшÿ Чăваш Республикин çул-йĕр инфраструктурине аталантармалли пĕлтерĕшлĕ утăм шутланать. Çакă регионта пурăнакансене тата транзит транспорта пахалăхлă тата хăрушлăхсăр çул-йĕрпе çула тухма май парĕ. Росавтодор регионти çул-йĕрпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме пур енлĕн пулăшса пырать. Федераллă çул-йĕр агентствипе пĕрле тачă килĕшÿре ĕçлесе пыни регионти çулсен пахалăх шайне чылай ÿстерме май парассине çирĕп шанатпăр», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Кăçал «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 33 çул-йĕр объекчĕ çинче пĕлтерĕш- лĕ ĕçсем туса ирттерме палăртнă. Вĕсен лаптăкĕ 70 километра тăсăлать. Çавăн пекех 4 кĕпере юсаса çĕнетĕç, 6 километр çинче ?ялсен çумĕн-че/ çутă хатĕрĕсем вырнаçтарĕç.
2025 çулта регион шайĕнчи çулсене норматив шайне йĕркене кĕртсе çитерме федераллă бюджетран 1,4 миллиард тенкĕ уйăрĕç.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Росавтодор ертÿçи Роман Новиков М-7 «Волга» автоçулăн ?643-мĕш — 659-мĕш километрĕсем/ çинчи лаптăка юсаса йĕркене кĕртес ĕçе 2029 çултан 2026 çула куçарма май тупас ыйтăва та сÿтсе явнă.
Кĕске справка: Чăваш Енре пĕтĕмĕшле çулсен лаптăкĕ 12804,1 километрпа танлашать ?кăтарту 2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне/. Вĕсенчен 401,8 километр çул — федераци пĕлтерĕшлĕ, 1556,8 километр — регион пĕлтерĕшлĕ, 10845,5 километр — вырăнти çулсем. Регионăн опора сечĕсем 810,2 километра тăсăлаççĕ.
Хамăр инф.